Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тралькассисем хӑнана Штанаш ялне концертпа килнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 24.03.2015 13:48 | 1701 хут пӑхнӑ
Культура «Нарспи» поэмӑри сцена / Г. Зотова тунӑ сӑн
«Нарспи» поэмӑри сцена / Г. Зотова тунӑ сӑн

Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа районта фестиваль пырать. Тралькасси ял тӑрӑхӗнчи хастарсем ӗнер Штанашри шкулта ял халӑхне концертпа савӑнтарчӗҫ.

Ертӳҫи Ираида Горланова, баянисчӗ Штанашра ҫуралса ӳснӗ Николай Федорович Мемедейкин.Вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тусӗсене аса илчӗ, пухӑннисене тӑван ялӗшӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ, ялсем хушшинчи туслӑха малашне татах та ытларах аталантарма чӗнсе каларӗ.

Николай Мемедейкин баянист ертсе пынипе хор «Ой туманы мои растуманы» тата «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑсем шӑрантарчӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ «Над окошком месяц», «Нонна» тата Николай Мемедейкинсем «Упра мӑшӑрна» юрӑсемпе чуна витерчӗҫ. Зинаида Чернова хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнайман ашшӗне аса илсе хӑйӗн сӑмаххисемпе «Кӗтрӗм» юрӑ хайланӑ, ӑна халӑх хапӑл йышӑнчӗ. В. Максимовпа В. Хромов тутар ташшине ташларӗҫ. «В землянке» композици те халӑх кӑмӑлне кайрӗ.

Тралькасси клубӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑри пӗр сыпӑкне сӑнарласа пачӗ. «Эп ухмах хӗрарӑм-и?» сценка култарсах вӗлеретчӗ.

Тралькасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ тӗрлӗ чӑваш юрри шӑрантарчӗ. Такмаксем, тӗрлӗ чӑваш юррисем, ташӑсем Штанаш халӑхӗн кӑмӑлне кайрӗҫ. Концерт М.Исаковский хайланӑ юрӑсен ушкӑнӗнчи юрӑсемпе (пурпурри) вӗҫленчӗ.

Сӑнсем (12)

#Тралькасси ял тӑрӑхӗ, #концертсем, #Тралькасси, #Штанаш, #культура, #хӑнасем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем