Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Слакпуҫ республика шайӗнчи историпе культура центрӗ пулмалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 21.03.2015 16:10 | 1647 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн К.В. Ивановӑн 125 ҫулӗ ҫывхарса килнӗ май хатӗрленӳ ӗҫӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫакна Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗнче йӗркеленнӗ канашлу та ҫирӗплетет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри Юрий Михайлов Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче.

Пухӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Мурмилов ертсе пынӑ. Канашлӑва Пушкӑртстан тата Чӑваш Республикисен культура министрӗсем Амина Шафиковапа Вадим Ефимов хутшӑннӑ.

— Юбилей кунне чыслӑ ирттерме Пелепей ҫӗрӗ хатӗр. Пелепей район администраци пуҫлӑхӗн ятарлӑ хушӑвӗпе уявӑн йӗркелӳ комитетне, тӑкаксен сметине палӑртнӑ. Слакпуҫӗнчи К. Иванов музейне тата ялти сӑваплӑ вырӑнсене юсаса ҫӗнетме бюджетран 1,5 млн тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, — пӗлтернӗ район администрацийӗн социаллӑ аталану управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилин.

Юбилей уявӗ май уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Слакпуҫ ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев Слакпуҫ республика шайӗнчи историпе культура центрӗ пулмаллине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан‚ асӑннӑ ыйтӑва пӗрре мар хускатнӑ.

Юбилей ыйтӑвне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри тулли праваллӑ элчи Владимир Портнов, республикӑри Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Виталий Викторов хускатнӑ, сӗнӳсем панӑ.

Унтан канашлурисем аслӑ поэтӑмӑр кун ҫути курнӑ Слакпуҫ ялне ҫул тытнӑ. Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа‚ чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ. Вара культура министрӗсемпе республикӑри чӑваш хастарӗсем ялти икӗ музейпе паллашнӑ‚ Константин Ивановӑн вил тӑприпе палӑкӗ патне ҫитнӗ.

#Пушкӑртстан, #Слакпуҫ, #Пелепей районӗ, #чӑвашлӑх, #кульутра, #ЧНК

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/320.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем