Чӑваш Енрен Чулхула облаҫне малашне тӳррӗн ҫитме май килмӗ. Хӗлле, Сӑр юханшывӗ пӑрпа витӗнсен, унта ятарлӑ ҫул уҫаҫҫӗ. Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарнӑ.
Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнче уҫни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫес каҫма ирӗк пулнӑ. Ара, йывӑррисене тӳсеймесӗр пӑр катӑлӗ те. Машинӑсен хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан иртмелле маррине те палӑртнӑччӗ. Пӑр ҫула уҫиччен яваплисем темрен тем сиксе тухассине те пӑхса хӑварнӑччӗ: вӑл вырӑна инкекрен ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗччӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май пӑр ҫулпа ҫӳреме чарнӑ. Машинӑсен кӑна мар, ҫуран ҫурекенсен те тӳррӗн каҫма юрамасть.