Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Элӗкри И. Я. Яковлев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта република семинарӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.02.2010 13:58 | 3149 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн шкул ҫулне ҫитменнисен тата пуҫламӑш классен кафедри тата «Чӑваш Ен вӗрентӳҫисен ассоциацийӗн» пуҫламӑш клас вӗрентекенӗсен секцийӗ Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта «Формирование индивидуальной траектории развития учащихся начальных классов в информационной среде школы» семинар ирттерчӗҫ. Семинара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрле районӗнчи пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ.

 

Хӑнасене шкулӑн пуҫламӑш класӗсенче тӗрлӗ тӗслӗ уҫӑ уроксене кӑтартрӗҫ. Волков В.Г. директор пӗлтернипе, халӗ шкулта ҫӗнӗ информаци технологисемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Директора информаципе компьютер технологийӗсем тӗлӗшӗнчен пулӑшакан Толмачев С.Г. шкулӑн пӗтӗмӗшле информаци уҫлӑхӗнчи пуҫламӑш звено епле ӗҫлени пирки каласа пачӗ, тӗслӗх валли NetSchool программӑна илчӗ. Путеров В.М. инженер-программист Moodle системӑпа паллаштарчӗ.

 

Семинарӑн тӗп пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн шкул хӑнисем Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейне ҫитсе курчӗҫ. Музей И.Я. Яковлев никӗсленӗ шкулӑн кивӗ ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Музей Терентьев Г.К. педагог-ветеран пуҫтарнӑ интереслӗ материалпа пуян. Кунта тӑтӑшах шкул ачисен наципе патриотика пӗлӗвне ӳстереҫҫӗ.

#Шупашкар, #Элӗк, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Ҫӗмӗрле районӗ, #семинарсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем