Республикӑра
![]() Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче чи хӑтлӑ ял тӑрӑхӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илсе ирттернӗ. Унта 20 тӑрӑх хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вара сахалрах — 13 ҫеҫ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Унччен конкурса хуласен хушшинче ҫеҫ ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантармашкӑн республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗсем унпа тӗллевлӗн усӑ курӗҫ: хӑйсем пурӑнакан вырӑна татах хӑтлӑлатӗҫ. Кӑҫал конкурсра 100 пин ҫын таран пурӑнакан хула округӗсен йышӗнче Вӑрнар поселенийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗмӗрле хули, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрмар тӑрӑхӗ. II категорире Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗпе Комсомольски ял тӑрӑхӗ пайланӑ. III категорире мала Элӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, виҫҫӗмӗшне — Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗ. IV категорире Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ, Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗ, Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |