Ҫакна ырӑ тӗслӗх вырӑнне хума пулать. Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ ҫав. Мӗн пытармалли: вулавӑшсем ҫӗнӗ кӗнекесемпе ҫав тери пуянах мар. Уйрӑмах – ялтисем.
Вулавӑшсемшӗн чи пысӑк парне – кӗнеке. Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсем ҫак кунсенче питӗ савӑннӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, пӗр фирма филиалӗн директорӗ Владимир Свешников кӗнекесем парнеленӗ.
Вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ вулавӑшсен фондне ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать. Кӗнекесенче юрату романӗсем нумай. Ара, хӗрарӑмсем вӗсене ҫав тери юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Пӗтӗмпе 180 экземпляр, 35 пин тенкӗлӗх, туяннӑ. Вӗсен йышӗнче Н.Козлов публицистӑн, психологӑн кӗнекисем те пур.
Ачасем вара вулавӑшра Т.Крюковӑн, Е.Усачевӑн, Л.Чарскаян «Тӗнчене пӗл» серинчи кӗнекесем пурришӗн савӑнаҫҫӗ.
Курман // 3620.10.2717
2015.02.23 21:21 | |
Илсе-туянса парасчӗ чӑваш кӗнекисене! Мӗн тултармалла вулавӑшсене макулатурӑпа? |