Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» кӗнеке издательствинче Раҫҫей Ҫыравҫисен тата Раҫҫей Журналистсен союзӗсен членӗн, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗн, «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫин Николай Николаевич Ларионовӑн «Чун хушнипе пурӑнсан» тӗпчев ӗҫӗ пичетленсе тухрӗ.
Кӗнекере пӗрремӗш хут Чӗмпӗрти хальхи чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхне пӗтӗмӗшле тишкерсе ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех ку тӑрӑхра ҫӗнӗ саманари чӑвашлӑх юхӑмӗ ҫӗкленни, «Канаш» хаҫат уҫӑлни, «Атӑл юрри» журналӑн кун-ҫулӗ, «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинчен сӑмах хускатнӑ. Кунта авторӑн 1998–2009 ҫулсенче ҫырнӑ критикӑлла статйисем, рецензийӗсем, тишкерӗвӗсем те кӗнӗ.
Николай Ларионов хӑйӗн ӗҫне Чӗмпӗрте чӑвашла «Канаш» хаҫат тухма тытӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине халаллать.
Кӗнекере ҫак тапхӑрпа ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксем чылай.
Хӑйне евӗр «Чун хушнипе пурӑнсан» тишкерӳ-энциклопеди чӑваш литературипе кӑсӑкланакансемшӗн, вӗрентекенсемпе вӗренекенсемшӗн, студентсемшӗн, ахаль вулакансемшӗн вышкайсӑр пысӑк пӗлтерӗшлӗ мул пулса шутланать.
Автора ҫакӑншӑн пысӑк тав. Малашне те Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи литература аталанӑвне тишкерме Турӑ ӑнӑҫусем парса тӑтӑр.
Витали Козлов // 4066.41.4849
2014.12.06 17:13 | |
Николай Николаевич! Тата пысăк çитĕнӳсем сунатпăр сире. Анастасия Григорьевна тата Витали Козловсем. |