Чӑваш Республикин прокурорне Владимир Метелина ӗҫрен хӑтарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, субъектсен прокурорӗсене ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ тата ӗҫрен хӑтараҫҫӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе пулса пыракан йӗрке. Регион прокурорӗ пулмалли кандидата ҫӗршывӑн генпрокурорӗ сӗннипе ҫӗршывӑн пуҫлӑхӗ ҫирӗплетет. Владимир Путинӑн нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Метелина прокурортан хӑтарнӑччӗ.
Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн республикӑри электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе блогерсем ҫакӑн сӑлтавне ӑнланма хӑтланса тӗрлӗ май пуҫ ватни сисӗнчӗ. Республика прокуратурин пресс-служби вара ку факт пирки ҫапла уҫӑмлатнӑ: «Чӑваш Республикин В.Г. Метелинӑн ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ май хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявленине тивӗҫтернӗ», — тесе ҫырнӑ унта.
Субъектсен прокурорӗн полномочийӗ 5 ҫула пырать. Унтан ӑна тата тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑтлӑха тӑсма пултараҫҫӗ. Анчах ӗҫ вӑхӑтне вунӑ ҫултан ытла тӑсма саккунта пӑхса хӑварман. Владимир Метелина 2004 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче пирӗн республика прокурорне лартнӑччӗ. Ҫапла вара пӗлтӗрхи раштавра Метелинӑн должноҫри 10 ҫулхи вӑхӑчӗ тухнӑ.
Халӗ республика прокурорӗн тивӗҫӗсене прокурорӑн пӗрремӗш ҫумӗ, 63 ҫулти Виталий Щетинкин ҫине вӑхӑтлӑх тиенӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл тӳре те, следователь те пулнӑ. Шкул пӗтерсенех Комсомольски районӗнчи колхозра та ӗҫленӗ.