Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Медицина сестрисене ырӑ кӑмӑллӑх пирки аса илтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.02.2015 10:11 | 1272 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ тенӗ ваттисем. Ҫепӗҫ калаҫаканпа ҫын та кӑмӑллӑ, усаллипе тӗлпулсан ҫын та кӑмӑлсӑрланать. Ҫынпа ҫын пек пулма пӗлни таҫта та кирлӗ-ха: килте те, ӗҫре те, кӳршӗ-аршӑпа хутшӑннӑ чух та, общество транспортӗнче те, лавккара та. Пульницӑна каймалли сиксе тухсан та шурӑ халатлисем хӑйсене тӳрккес тытманни, сана ӑнланнӑҫи пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫапах та кӑнттамлӑх та хӑш чух сисӗнет. Чылай пульница порталӗнче тӗп врачсем тухтӑр пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ пирки кӑна мар, шурӑ халатлисем епле калаҫни пирки те хӑйсене систерме сӗнсе ҫырнине асӑрхама пулать.

Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов та медицина пулӑшӑвне пахалӑхлӑ кӳнипе пӗрлех ӑшӑ кӑмӑл та пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать. «Професси пӗлӗвӗпе пултарулӑх — пӗр япала, килен-каяна ӑшшӑн кӗтсе илсе ӑшшӑн ӑсатса ярасси — тепӗр ен», — тет вӑл. Кӑмӑл-сипет пахалӑхӗ пирки калаҫни, ун шучӗпе, врачсене кӑна пырса тивмест, медицина сестрисене те. Асӑннӑ поликлиникӑн 2-мӗш поликлиникинче нумаях пулмасть медицина сестрисем валли конференци ирттернӗ. Унта «Медицина сестрин этикипе деонтологийӗ» темӑпа доклад тунӑ. Ӗҫтешӗсем умӗнче ачасен сиплевпе профилактика уйрӑмӗн медсестри Ирина Березина тухса калаҫнӑ. Вӑл ӗҫтешсемпе епле тытмалли пирки те аса илтернӗ.

#сывлӑх, #тухтӑрсем, #ыркӑмӑллӑх, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем