Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Лаш Таяпара «Хавхалану ҫӑлкуҫӗ» конкурс иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.01.2015 20:42 | 1858 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче «Хавхалану ҫӑлкуҫӗ» конкурс иртнӗ. Концерта Литература тата Культура, К.В.Иванов ҫулталӑкӗсене, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Сцена ҫине Лаш Таяпари «Тайпи», Яманчӳрелти «Эткер», Шӑмалакри «Туслӑх» тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Чи асли, 75 ҫулти Т.Мустаева, хӑй ҫырнӑ «Савнӑ ялӑм» сӑввине вуланӑ. 7-ри А.Доброхотов хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. «Шурчул» тата «Хаваслӑ хуткупӑс» ансамбльсем хальхи чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ.

«Тайпи» фольклор ушкӑнӗ «Таса уйра» юрӑ шӑрантарни куракансен асӗнче чылайлӑха юлӗ. «Асамат», «Ру-ре», «Уличные танцоры» ташӑ ушкӑнӗсем куракансене ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Жюри И.Сметанина «Нарспи» поэмӑна вуланине те хакланӑ. Е.Казначеева «Фронта янӑ ҫырусем» инсцинировка кӑтартнӑ.

Сӑнсем (26)

#Лаш Таяпа, #конкурссем, #Елчӗк районӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Яманчӳрел, #Шӑмалак, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем