Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Раҫҫейре Хӗллехи спорт енӗсен кунӗ иртмелле. Ҫав куна ҫулталӑк каялла Сочире уҫӑлнӑ Хӗллехи Олимп вӑййисен кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Пирӗн республикӑра ҫав кун тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ. Халӑх чи йышлӑ хутшӑнаканнисен шутне «Пирӗн шанчӑкӑн пӑрӗ» тӑркӑч (коньки) спорчӗ пулӗ. Ӑмӑртӑва шуҫ тупанпа профессилле майпа ярӑнакансем те, ун ҫине хутран-ситрен тӑракансем те хутшӑнаяҫҫӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта иртмелле.
Ҫӗнӗ Лапсарти йӗлтӗр базинче вара арҫынсемпе хӗрарӑмсем 5 тата 10 километра тупӑшӗҫ. Шупашкарти «Олимп» стадионта спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Унта фигуристсем, шуҫ тупанпа ярӑнакансем, хоккеистсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Уяв пӑр ҫинчи каҫхи ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ.