Лавккасенче хаксем ӳсме тытӑнсан аптекӑра та ҫак лару-тӑру пуласран пӑшӑрханнӑ халӑх. Ҫакна ЧР Сывлӑх министерстви сӑнасах тӑрать. Ҫапах хаксене унчченхи шайра сыхласа хӑварма май пур-и?
Ҫынсен сывлӑхӗ ытларах чухне куллен ӗҫекен эмелсенчен килет. Вӗсем кирлӗ препаратсен йышне кӗреҫҫӗ. ЧР Сывлӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «хӗрӳ лини» ҫине эмел хакланни пирки тӑтӑшах пӗлтереҫҫӗ.
Министерство ӗҫченӗсем волонтерсем пулӑшнипе хаксене тӗрӗсленӗ. Аптекӑсенче хаксем ытлах ӳсмен-мӗн. ТОП-30 эмелсен хакӗ авӑн уйӑхӗнчи пекрех-мӗн. ТОП-30 эмел йышне валериана настойӗ, пустырник, пуҫ ыратнине ирттермелли эмелсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене аптекӑра рецептсӑрах туянма пулать. Вӑтамран ку медикаментсем 11 процент хакланнӑ.
Ытларах йӳнӗ эмелсем хакланнӑ иккен. Тӗслӗхрен, валидол. Ҫавӑн пекех БАДсен хакӗ ӳснӗ. Вӗсем эмел шутне кӗмеҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх министерствине эрнесерен хаксем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.