Берлинти ирӗклӗ университетри Тюркологи институтӗнче студентсем чӑваш чӗлхине ӑса хываҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем пиллӗкӗн. Раҫҫейрен килнӗ пӗр студент та ҫук. Ҫак ӗҫе Клаус Шёниг доктор, профессор илсе пырать. Чӑваш сӑмахӗсене латин саспаллисемпе ҫырнӑ кӗнекепе вӗренеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе усӑ курса тӗрӗк чӗлхисен историйӗпе наука ӗҫӗсем ҫыракансем те пур. Темиҫе ҫул каялла пӗр студентка чӑваш чӗлхине лайӑхрах вӗренес тесе Шупашкара та кайса килнӗ.
Шёниг доктор Берлинти ирӗклӗ университетри Тюркологи институчӗпе Чӑваш Республикинчи аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем малашне ҫыхӑнусем йӗркелесен питӗ лайӑх пулӗччӗ тесе шутлать.
Ҫакӑн пирки Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫат редакцине Кёльн хулинчи хаҫат редакцийӗнче стажировка иртекен чӑваш хӗрӗ Наталия Лазарева ҫырса пӗлтерчӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат, Чӗмпӗр хули