Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынна урнӑ тилӗ уринчен тата аллинчен ҫыртнӑ. Арҫын ӑна пӑвса вӗлерме хӑтланнӑ, унтан мӑлатукпа ҫапса вӗлернӗ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗ арҫынна раштавӑн 9-мӗшӗнче тапӑннӑ. Вӑл картишрен урама тухнӑ та кил умӗнче чупакан тилле курнӑ. Лешӗ кӗтмен ҫӗртен арҫынна тапӑннӑ, сулахай уринчен ҫыртнӑ. Арҫын ӑна мӑйӗнчен тытса пӑвма пуҫланӑ. Тилӗ вилнӗ тесе ӑна ҫӗре хунӑ.
Анчах чӗрчун тӑна кӗнӗ те каллех арҫынна тапӑннӑ. Хальхинче вӑл ӑна сулахай ал лаппинчен ҫыртнӑ. Унта ҫӑраҫҫи ҫыххи пулнӑ. Кӗрешӳре тилӗ ҫав ҫыхха та ҫӑтса янӑ. Унтан тарнӑ. Анчах сетка картаран хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫапла арҫын ӑна мӑлатукпа ҫапса вӗлернӗ.
Картаран ҫакӑнса тӑракан вилӗ тилле специалистсем ӑна ветеринари лабораторине раштавӑн 10-мӗшӗнче илсе ҫитернӗ. Тепӗр кун тилӗ урнӑ чирпе чирлени палӑрнӑ.