Раштавӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗччен Шупашкарта «Кайӑк апатланмӑшӗ» конкурс иртет. Ӑна «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ тата Шупашкар хулин экологи управленийӗ ирттерет.
Конкурса Шупашкарти 1–4-мӗш классенче вӗренекен ачасем, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ центрӗсен, пултарулӑх ҫурчӗсен воспитанникӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Унта хутшӑнас тесен кайӑксем валли сырӑш хатӗрлемелле, хулари парк-скверсенчи йывӑҫсем ҫине ҫакмалла. Кун хыҫҫӑн, пушӑн 10-мӗшӗччен, alekseev-fedor@mail.ru электронлӑ почтӑна заявка ямалла. Ҫаван пекех Powerpoint 2003–2010 программӑпа хӑтлав хатӗрлемелле. Унта ҫак информаци пулмалла: миҫе сырӑш хатӗрленӗ, вӗсене ӑҫта вырнаҫтарнӑ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем, сӑнавсен пӗтӗмлетӗвӗсем, кайӑксен хӗлле тӑрантарнин ӗҫӗ-хӗлӗ. Хӑтлава та электронлӑ почтӑна ямалла.
Финал пушӑн 20-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе чыслӗҫ.