Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри ҫынсен шӑпине татса панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.12.2014 17:13 | 1423 хут пӑхнӑ
Хулара

Раштавӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти 10-мӗш шкулта Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе пуху иртнӗ. Унта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.

Ҫак ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси унчченех паллӑччӗ. Ун чухне ҫынсен шӑпине татса паманччӗ-ха. Хальхинче халӑха епле вырнаҫтарас ыйтӑва татса панӑ.

Алексей Ладыков пухура икӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ — ҫынсене кашни тӑваткал метршӑн 40-45 пин тенкӗ компенсаци тӳлесси. Иккӗмӗшӗ — халӑх тата муниципалитет вӑйӗпе ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси. Кун хыҫҫӑн ҫынсене ҫӗнӗ ҫуртра пӳлӗмсене тӳлевсӗр парӗҫ. Хушма тӑваткал метрсемшӗн вара тӳлеме тивӗ, анчах йӳнӗрех хакпа — 30 пине яхӑн тенкӗ 1 тӑваткал метршӑн.

Иккӗмӗш варинта ҫынсем ытларах кӑмӑлланӑ. Ара, халӗ компенсаци тӳленӗ укҫапа пӳлӗм туянма йывӑртарах. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫма вара питӗ кӑмӑллӑ.

Пухура Лебедев ячӗллӗ лицее вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ ҫынсем валли пур услови те туса пани пирки пӗлтернӗ: юсав ӗҫӗсем тунӑ, электросетьсене ҫӗнетнӗ. Унта ҫынсем вӑхӑтлӑха регистрациленме те пултараҫҫӗ-мӗн.

Пухӑва пухӑннисем кӑсӑклантаракан ыйтусен хуравне пӗлнӗ. Юлашкинчен пурне те пӳлӗм тӗлӗшпе пӗтӗмлетӳ туса пӗлтерме хушнӑ. Кун пирки ҫитес ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗччен каламалла.

Сӑнсем (23)

#ҫурт-йӗр, #Шупашкар, #юсав, #лицейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем