Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Сӑкӑт тӑрӑхӗнчи хастарсем Метин пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 05.12.2014 19:05 | 2107 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Петр Метин профессор
Петр Метин профессор

Раштавӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Метин профессор астӑвӑмне халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх семинарӗ иртнӗ.

Семинара И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин доценчӗсем Николай Осипов, Ольга Скворцова тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи профессорӗ Галина Ермакова, Патӑрьел районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшӑннӑ.

Тӗлпулӑва пухӑннисем чи малтанах Сӑкӑт масарӗнче канлӗх тупнӑ Петр Метин вил тӑприне ҫитсе пуҫ тайнӑ, чечек ҫыххи хунӑ. Ӗҫтешӗсем Петр Николаевича ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ.

Семинар малалла Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче иртнӗ. Районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ Елена Перепелкина семинара уҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштанӑ, Петр Николаевичӑн тӗпчев ӗҫӗсене, вӑл кӑларнӑ кӗнекесемпе вӗрентекенсем хӑйсен кулленхи вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курнине ҫирӗплетнӗ.

Сӑкӑт вӑтам шкулӗнчех учительте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Федор Прохоров хӑйӗнпе пӗрле вӗреннӗ Петр Метин ҫинчен ӑшӑ кӑмӑлпа аса илнӗ. Ҫавӑн пекех ку шкултах историпе обществознани предмечӗсене ертсе пыракан Анатолий Пирогов, районти «Авангард» хаҫатӑн тӗп редактор ҫумӗ Нина Мазякова аса илӗвӗсене итленӗ.

Ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Тинюковӑпа Елена Анюрова хӑйсен ентешне, вӗрентекенне, профессора халалласа вӗренекенсемпе пӗрле стена хаҫачӗсем, буклет, презентацисем хатӗрленӗ.

Петр Метин профессор пурӑннӑ ҫурт ҫине ҫывӑх вӑхӑтра асӑну хӑми вырнаҫтарасси ҫинчен ыйту хускатнӑ.

#Патӑрьел районӗ, #Сӑкӑт, #ЧППУ, #Авангард, #ЧПУ, #семинарсем, #чӑваш чӗлхи, #асӑну хӑмисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем