Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Элӗк депутачӗсем йӑлари каяшшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.11.2014 17:51 | 1339 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Ку ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Элӗк район депутачӗсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче хускатнӑ.

«Халӑх тарҫисем» ял тӑрӑхӗсен территорийӗсенчи йӑлари хытӑ каяша пухассипе тата вӑхӑтлӑх тытассипе тунӑ ӗҫсем ҫинчен отчет итленӗ. Район админситарцийӗнче ӗҫлекен Сергей Гаврилов специалист чарӑнса тӑнӑ самантсем депутатсем хушшинче те, пухӑва хутшӑнакансем хушшинче те нумай ыйту ҫуратнӑ-мӗн.

Район центрӗнче те, ял тӑрӑхӗсенче те ҫӳп-ҫапа пуҫтарас ыйту ҫивӗч тӑрать иккен. Пухӑнса кайнӑ каяша вӑхӑтра турттарасси кӑна мар, ятарласа уйӑрнӑ вырӑна ӑна ҫитересси те ҫителӗклӗ пулса пымасть-мӗн. Йӗри-таврари тирпейсӗрлӗхшӗн яланах пуҫлӑх айӑплӑ мар тесе ҫирӗплетеҫҫӗ вырӑнтисем. Ҫынсем хӑйсемех ҫул хӗррине миххи-миххипе ҫӳп-ҫап пӑрахса хӑварма хӑяҫҫӗ иккен. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов депутатсене хӑйсен округӗсенче тирпейлӗх ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме ыйтнӑ. Ҫитес вӑхӑтра районта ку ҫивӗч ыйтӑва татса пама ӗҫ пуҫарнине палӑртнӑ. Район депутачӗ Сергей Васильев пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсем хӗррипе ӳкнӗ йывӑҫсене халӗ те пухса тирпейлеменнине каланӑ. Александр Куликов ку енӗпе пур ял тӑрӑхӗнче те ӗҫсене тивӗҫлипе йӗркелеме хушнине аса илтернӗ.

Район прокурорӗн ҫумӗ Фаина Лазарева юрӑхсӑра тухнӑ ртутьлӗ лампӑсене халӑхран пухас ӗҫе районта тивӗҫлӗ шайра йӗркелемеллине палӑртнӑ. Сывлӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан япаласене нумай чухне ҫӳп-ҫап контейнерӗсене пӑрахнӑ тӗслӗх нумайланни пӑшӑрхантарать. Шел пулин те, йӗркене пӑсакансем хушшинче уйрӑм ҫынсем ҫеҫ мар, организацисем те пур-мӗн.

#депутатсем, #Элӗк районӗ, #каяш, #тирпейсӗрлӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем