Кӑҫал Раҫҫейре Болгари патшалӑхӑн ҫулталӑкӗ. Ӑна тӗрлӗрен палӑртаҫҫӗ. Сӑмахран Атӑл тӑрӑх куҫса ҫӳрекен Болгари культурин фестивальне ирттерме палӑртнӑ. Ку фестиваль Шупашкара авӑнӑн 9-мӗшӗнче ҫитет. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче болгар ӳнер ӑстисен концерчӗ пулать. Вӑл 18 сехетре пуҫланать.
«Болгары» концертра сире мӗн кӗтет? Болгар халӑхӗн сӑпрайпа ташӑ композицийӗсем, хальхи кӗвӗсемпе хореографи ӳнерӗ. «Найден Киров» ятлӑ патшалӑх фольклор ансамблӗ халӑх кӑмӑллакан юрӑсене юрласа парӗ. Сӗрме купӑс сассине кӑмӑллакансем «Стрингс» ансамбль пултарулӑхӗпе паллашма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ушкӑнсем пулӗҫ: «Булгара» джаз-фолк ушкӑнӗ, «Эва квартет» юрӑ ушкӑнӗ, «Веда джуниор» хальхи балет театрӗн солисчӗсем.
Болгаринчи ал ӑстисем пуканесем тӑвас, керамика ерешлевӗн, хӗрарӑм тумтирне тӑвас тата ытти ӑсталӑхпа паллаштарӗҫ.
Куҫса ҫӳрекен фестивалӗн программине ҫавӑн пекех «Раҫҫейпе Болгари массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен хушшинчи калаҫу» проекта та кӗртнӗ. Унта 30 ытла журналҫӑ хутшӑнӗ.
Болгари культурипе паллашас кӑмӑллисене пырса курма сӗнетпӗр.