Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Алексеевсем «Манӑн пысӑк наци туйӗ» конкурса хутшӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.11.2014 09:34 | 1515 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем
Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем

Шупашкарта пурӑнакан Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем темиҫе ҫул каялла хӑйсен туйне чӑваш йӑлипе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Халӗ мӑшӑр туйри сӑнӳкерчӗксене «Манӑн пысӑк наци туйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ярса панӑ.

«Пирӗн туй — тӑван халӑхшӑн пӗчӗк парӑм ҫеҫ. Пирӗн ачасем Пинерпипе Асамат хӑйсен йӑхне пӗлччӗр», — ҫырнӑ Мальвина проект сайтӗнче. — Чӑвашсем туя тӗплӗн хатӗрленнӗ. Хӗр хӑй тӗрленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ. Пуҫӗнче — пӗркенчӗк. Тепӗр кунхине вӑл хушпу тата сурпан тӑхӑннӑ. Сурпан питӗ вӑрӑм пулнӑ, ҫавна май чӑвашсем сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр суннӑ».

«Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ этника хушшинчи журналистика гильдийӗ пуҫарӑвӗпе иртет. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци хутшӑнать, хӑйсен культурине кӑтартать.

Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Вӗсем виҫҫӗн пулӗҫ. Пӗрине профессионал журналистсен йышӗнче палӑртӗҫ, теприне халӑх тетелӗнче репост тунӑ ҫынран суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗшне сайтри сасӑлавпа палӑртӗҫ.

Алексеевсем сайта икӗ сӑнӳкерчӗк кӑларнӑ. Вӗсемшӗн «Моя большая национальная свадьба» сайтра сасӑлама пулать.

#чӑвашлӑх, #конкурссем, #туйсем, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=124197
 

Комментари:

Римма // 2386.6.7588
2014.11.13 16:52
Мальвинăпа Сергейшĕн хаваспах сасăларăм. Питĕ илемлĕ мăшăр, тумĕ те ытармалла мар хитре.
Agabazar // 3627.77.4386
2014.11.14 02:57
Agabazar
Agabazar // 3627.77.4386
2014.11.14 02:57
Agabazar
Кунта дубльччĕ. Кайран тен мĕн те пулин çырса хурăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем