Ҫурлан 16-мӗшӗнчен тытӑнса юпан 1-мӗшӗччен пирӗн республикӑра хӑмӑр упа йышне шутланӑ. Ку ӗҫе сунар лаптӑкӗсемпе усӑ куракансемпе федераци пӗлтерӗшӗллӗ уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсен служби пурнӑҫланӑ.
Ҫак чӗрчун йышне ятарлӑ методикӑпа палӑртаҫҫӗ иккен. Меслетсенчен пӗрин шутӗнче малти ура лаппин виҫи тӑрӑх хакланине кӗртмелле.
Ҫапла вара хӑмӑр упа тӑватӑ муниципалитет территорийӗнче пурӑннине пӗтӗмлетнӗ. Ҫавсем пурте Йӑлӑма тата Сӑр тӑрӑхне кӗреҫҫӗ. Хӑмӑр упа шучӗ 12 пуҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫак чӗрчун йышӗ 2 пуҫ чакнӑ. Тата вӗсем пурӑнакан вырӑн та сахалланӑ. Пӗлтӗр упа 5 муниципалитетра пурӑннӑ тӑк, халь тӑватӑ ҫӗрте кӑна юлнине каларӑмӑр ӗнтӗ.
Хӑмӑр упана тытма юрамасть, ӑна Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.