Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пенза чӑвашӗ Красноармейскинче хӑнара пулчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 14.08.2009 21:57 | 1873 хут пӑхнӑ

Район пуҫлӑхӗ С.А.Николаев Пенза облаҫӗнчи чӑваш наципе культура автономийӗн председательне Н. Н. Чирков юлташа йышӑннӑ. Николай Никифорович — Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хутар шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1981 ҫултанпа Пенза хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Н.Н.Чирков чӑваш культурине тулай чӑвашӗсем хушшинче упраса хӑварас тӗллевпе нумай тӑрӑшать. Халӗ облаҫре 10 чӑваш ялӗ. Вӗсенче 7 пин ытла чӑваш пурӑнать. Вӗсенчен иккӗшӗ — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, Петр Константинович Чернов — Ленин орденӗн кавалерӗ. Елена Ильдебейкина — тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Николай Архипкин — чаплӑ гармонист. Автономи ҫумӗнче «Асамат» ансамбль пур, вӑл хӑйӗн концерт программисен репертуарне чӑваш халӑх юррисемпе чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене кӗртме тӑрӑшать.

Станислав Андреевич хӑнана кӗскен район аталанӑвӗпе паллаштарнӑ, районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан «Красноармейский район. Люди и судьбы» кӗнекене парнеленӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#чӑваш ентешлӗхӗсем, #Пенза облаҫӗ, #Красноармейски районӗ, #Шӑмаршӑ районӗ, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем