Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Иван Яковлевӑн сӑнарлӑ искусствӑри вырӑнӗ пирки альбом кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.11.2014 17:33 | 1303 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлева ӳнерӗн епле кӑна тӗсӗнче кӑтартман-ши?! Ун пирки кино та ӳкернӗ, спектакль те лартнӑ, литература хайлавӗсем те ҫырнӑ, юрӑсем те хайланӑ, ӳнер искусствинче те ӑна манман. Халӗ вара ҫавсене пухнӑ кӗнеке-альбом кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Кӑларӑм ячӗ — «И.Я. Яковлев в изобразительном искусстве».

Ҫӗнӗ кӗнекене хатӗрлекенӗ — Юрий Викторов искусствовед. Яковлева искусствӑн тӗрлӗ тӗсӗнче сӑнарланӑ самантсем шутӗнче 1948 ҫул хыҫҫӑнхисем кӗнекере уйрӑм пай йышӑнаҫҫӗ темелле. Кӗнеке авторӗ ӳнер «яковлевиани» епле ҫуралнине, аталаннине, тарӑнланса пынине кӑтартса парать.

Ӗҫе кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑшӑн кӗнеке авторӗ М.Г. Кондратьева, Чӑваш наци музейне, Чӑваш патшалӑх художество музейне, И.Я. Яковлевпа унӑн шкулӗн историйӗн патшалӑх музейӗне, Чӗмӗпӗрти В.И. Ленин ячӗллӗ облаҫ вулавӑшне, Чӑваш патшалӑх университечӗн И.Н. Ульянов тата И.Я. Яковлев музейӗсене, Н.Г. Краснов яковлевоведа тата ыттисене тав тунӑ.

#кӗнекесем, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #ӳнер, #культура

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.08 08:27
Ку кĕнекене ют чĕлхепе кăларни - чăваш чĕлхине ют чĕлхепе пуянлатни пулмасть-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем