Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗ юбилее хатӗрленет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.10.2014 15:06 | 1007 хут пӑхнӑ
Культура

2015 ҫулта ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗ 80 ҫул тултарӗ. Уява хатӗрленес ӗҫ халех хӗрӳ пырать, мӗншӗн тесен ку союзри 150 пайташшӑн кӑна мар, республикӑшӑн та пысӑк пулӑм.

Нумаях пулмасть союз элчисем ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Ку Атӑлҫи тӑрӑхӗнче тӗп организаци. Анчах сумӗ, ҫулӗ пур пулсан та йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче организацине пӳлӗм уйӑрса панӑ. Пӗр пайӗ — муниципалитет, тепӗр пайӗ федераци харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. 2011 ҫулта вара ӳнерҫӗсенчен пӳлӗме тара тытнӑшӑн укҫа ыйтнӑ. Шупашкар хула администрацийӗпе калаҫса татӑлсан килӗшӗве тепӗр 5 ҫуллӑха тӑснӑ.

Леонид Черкесов ку ыйтӑва хула депутачӗсен пухӑвӗнче сӳтсе явма шантарнӑ. Хула союзпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Ҫулсерен Шупашкарта икӗ палӑкран кая мар уҫӑлать.

Ҫитес вӑхӑтра Геннадий Волковпа Алексей Крылов академиксен палӑкӗсене лартасшӑн. Планра — Никита Бичурин, Ехрем купса палӑкӗсем, Ӗҫ мухтавӗн аллейи.

РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Нагорнов Шупашкарта уҫӑ тӳпе айӗнчи скульптурӑсен музейне уҫас шухӑшпа паллаштарнӑ. Кунашкалли Пензӑра пур-мӗн.

Паян республикӑра палӑк хӑпартма укҫан пулӑшма хатӗр усламҫӑсем пур-мӗн. Михаил Игнатьев палӑксем ҫамрӑксенче патриотлӑха аталантарма пулӑшнине те палӑртнӑ.

#палӑксем, #юбилейсем, #тӗлпулусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.ntrk21.ru/video.aspx?id=19669
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем