Ҫурт-йӗр черетӗнче тӑракансене республикӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере коммерцилле майпа тара параҫҫӗ. Ку йӗрке 2008-мӗш ҫулта пуҫланса кайрӗ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи ҫурт-йӗре тара камсене пани пирки те кунта каласа хӑвармалла-тӑр. Вӑл хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан ҫамрӑк специалистсене тивӗҫет. Инкеклӗ лару-тӑрура шар курнисене те параҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ фондра 1656 хваттер шутланать. Коммерцилле майпа тара панипе кӑҫал кӑна республика хыснине 28,5 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ.
Пӗлтӗрхи раштавран Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере унта ҫулталӑкран ытларах пурӑнакансене туянма ирӗк пачӗҫ. Ӑна 10 ҫул таран пӗчӗккӗн кӗтмелле те сутаҫҫӗ. 70 хваттер сутса республика хыснине 23,1 миллион тенкӗ кӗнӗ.