Юпан 29-мӗшӗнче Росреестрӑн республикӑри управленийӗ Шупашкарта пурӑнакансем тата тӗп хула хӑнисем валли консультаци кунӗ йӗркелет. Унта ҫитес текенсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш пӳлӗме йыхравлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, унта Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ.
Йышӑнӑва пурлӑха эткерлӗхе илес, хваттер, гараж е ҫӗр лаптӑкӗ туянас-сутас шухӑшлисем кайма юрать. Ку енпе мӗнпур ыйтӑва ҫавӑн чух специалистсем самантрах уҫӑмлатӗҫ.
Ҫынсене Росреестрӑн управленийӗн, Росреестрӑн кадастр палатин республикӑри филиалӗн специалисчӗсем кӑна мар, республикӑн Нотариус палатин нотариусӗ, республикӑн Ваккат палатин ваккачӗ, Федерацин налук службин ӗҫченӗ те йышӑнӗ.
Консультаци кирлисене 15 сехетрен тытӑнса 18 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-62-10.