Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедринче куҫӑн уйрӑмра 5 курсра, куҫӑн мар уйрӑмра 6 курсра вӗренекенсен диплом ӗҫӗсен ум хӳтӗлевӗ пулчӗ. Кӑҫал кафедрӑра пурӗ 25 студент тӗрлӗ специальностьпе диплом ӗҫӗ ҫырчӗ. Вӗсенчен 17 студент куҫӑм уйрӑмра вӗренет, 8 студент куҫӑн мар уйрӑмра. Чекушкина Е.П. доцент патӗнче хӑйсен пултарулӑх ӗҫӗпе хӳтӗленекен тата журналистикӑпа специализацине ҫӳренӗ студентсем диплом ӗҫӗ ҫырчӗҫ. Пурӗ - 6 ҫын. Ермакова Г.А. профессор патӗнче «Литература пӗлӗвӗ» специализацине ҫӳрекен 2 студент хӳтӗленеҫҫӗ. Федоров Ф.Ф. ассистент патӗнече «Музейпа архив ӗҫӗ» специализацине ҫӳренӗ 6 студент хӳтӗленет. Ильина Г.Г. доцент 2 студента халӑх сӑмахлӑхне пуҫтаракан тӗпчевҫӗсен пултарулӑхӗ тарӑх диплом ӗҫӗ ҫыртарчӗ. Куҫӑн мар уйрӑмра вӗренекен студентсем хӑйсен диплом ӗҫӗсене Абрамов В.А., Ильина Г.Г., Чекушкина Е.П., Владимимрова О.Г., Софронова И.В. доцентсем ертсе пынипе ҫырнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗренсе тухакан студентсен диплом ӗҫӗсем аванах пулса тухнӑ. Рецензи ҫыртарман, текста тата литература списокне нормӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленмен студентсене ҫирӗп асӑрхаттару турӗҫ, хӳтӗлев валли йӗркене кӗртсе ҫитерме сӗнчӗҫ. Дипломра усӑ курнӑ иллюстрацисене тата таблицӑсемпе ӳкерчӗксене йӗркелесе ҫитермелли ҫинчен асӑрхаттарчӗҫ.
Ильина Г.Г. доцент патӗнче «Н.И. Золотницкий – фольклорист» темӑпа ҫырнӑ Т.В. Семенован ӗҫне халлӗхе хӳтӗлеве кӗртмелле мар тесе йышанчӗҫ.
Куҫӑн мар уйрамра вӗренекен студентсен утӑ уйӑхӗн 8-мӗшенче, куҫӑн уйрӑмра вӗренекенсен утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче диплом ӗҫӗсен хӳтӗлевӗ пулать. Чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедринчен тухакан ҫамрӑк фольклористсене, литература пӗлӳҫисене, музееведсемпе архив ӗҫченӗсене, пултарулӑх ӗҫӗпе ӗҫлекенсене тата пулас журналистсене диплом хӳтӗлевӗнче ӑнӑҫу сунатпӑр. Пурин те лайӑх паллӑсем илмелле пултӑр!!!