Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Донбасшӑн «кӗрешекенсене» пулӑшма ыйтакан хутсене Шупашкарта та ҫыпӑҫтарма пуҫланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.10.2014 19:37 | 1466 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Хутӑн пайӗ
Хутӑн пайӗ

Шупашкарта Донецкпа Луганск облаҫӗнчи ополченецсене пулӑшу кӳме йыхравлакан хутсем курӑнма пуҫланӑ. Пӗлтерӳ ҫакакансем хӑйсене информаци тӗлӗшпе пулӑшма, Украинӑри хирӗҫтӑрӑва хутшӑнакансем валли эмелсем, амуници, укҫа ярса пама ыйтаҫҫӗ тата вӗсене майлӑ ҫапӑҫма пыракансене кӗтеҫҫӗ имӗш. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене имӗш хулари пӗр универмагри пӑшал тавраш сутакан пая пымалла.

Хутсене ҫуртсен подъезчӗсенче ҫакса ҫӳреҫҫӗ. Донецкпа Луганск облаҫӗсенчи хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем саккунлӑ маррине кура хута ҫыракансем РФ Пуҫиле кодексне пӑсни, вӗсене пуҫиле явап тыттарма пултарасси паллӑ. Унсӑр пуҫне укҫа ещӗкӗсем анонимлӑ — те улталама ҫакнӑ те чӑн та пулӑшма.

Пӗлтерӳре кӑтартнӑ тӑрӑх ку хута 500 экземплярпа пӗр типографире пичетленӗ имӗш.

#Украина, #хирӗҫтӑрусем, #Шупашкар, #пӗлтерӳсем, #вӑрҫӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем