Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче «Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерӗҫ. Йӗркелекенсем: Тӗмен облаҫӗн правительстви, Тӗмен облаҫӗн национальноҫ енӗпе ӗҫлекен комитет, Музыка, театр тата хореографи институчӗ, «Тӑван» чӑвашсен пӗрлешӗвӗ, «Росстань» Ҫӗпӗр культура эткерлӗхӗ» ТМЯП. Малтанхи кун конференци Тӗменри Музыка, театр тата хореографи институтӗнче, иккӗмӗш кунӗ — Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче.
Филолог-ӑсчахсемсӗр пуҫне конференцине шкул ачисемпе студентсене те йыхравлаҫҫӗ. Сӑмах май шкул ачисен ятарлӑ секци ӗҫлӗ, вӗсем чӑвашсен культурипе йӑли-йӗркине тӗпчӗҫ.
Конференцин тӗп ӑслӑлӑх енӗсем: «Чӑвашсем: кун-ҫул, йывӑрлӑхсем, малашлӑх»; «Чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине тӗпчес ӗҫ»; «Культура ҫыхӑнӑвӗсен хальхи тӑрӑмӗ тата пуласлӑхӗ: культурӑсен диалогӗ»; «Тӑван чӗлхепе литературине вӗренмелли инновациллӗ меслетсем»; «Тӑван чӗлхене вӗренессин хальхи ыйтӑвӗсем»; «Тӑван енӗн историйӗ, ӳнерӗ тата культури»; «Чӑвашсен культура эткерлӗхне упрасси: ҫитӗнӳсем, ыйтусем, тӗллевсем»; «Этнопедагогика: ачана халӑх культурипе ӳстересси»; «Раҫҫейри тата Урал-Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен фольклор тата этнографи эткерлӗхне упрасси»; «Хӑйсен тӗпчевӗсене чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине халалланӑ Н.Я. Бичуринӑн, В.В. Николаевӑн, И.Я. Яковлевӑн тата ытти ӑсчахсен пултарулӑх эткерӗ». Конференцие хутшӑнакансене дипломсемпе, хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслама шантараҫҫӗ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи пӗрремӗш Бичурин вулавӗсем 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ.