Ҫапла ӗнентерет информаци агентствисенчен пӗри Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки. Ку шӑв-шав пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентекен ҫамрӑк педагог 2012–2014-мӗш ҫулсенче ачасемпе хӑйне кӑра тытнӑ иккен. Пӗррехинче вӑл урокра шавласа ларакан ачан тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Тепрехинче мӗнпур класа ура ҫине тӑратса урок ирттернӗ имӗш. Урок пӗлмесен ачасен ҫамки ҫине хӗрлӗ чернилпа «2» тесе ҫырса хуни те вӗрентекеншӗн йӑлана кӗнӗ япала пулнӑ иккен.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑра педагог шкултан каяссине пӗлтернӗ иккен, кӑштахран кун пирки заявлени те ҫырса панӑ, анчах вӑхӑт иртсен шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна ҫитнӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене хаяр вӗрентекентен хӳтӗлеме ыйтнӑ.
Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, Каҫал тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вырӑнти тӳре-шара та, Вӗренӳ министерствинче тӑрӑшакансем те пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Чӑвашсен «Пӗр ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать» текен каларӑш пур та, пӗр вӗрентекен республикӑри пӗтӗм педагога чыссӑрлатать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Республикӑн Вӗренӳ министерстви хайхи педагог вӗрентнӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсенче ун пек хӑтланма юраманнине палӑртнӑ май ведомство педагогсен професси этикине ӳстерессипе хушма мерӑсем йышӑнассине пӗлтернӗ.
Халӗ кӑра педагог чирлет иккен, ун вырӑнне уроксене урӑххи ирттерет. Кӑра педагогшӑн шкул директорне тата унӑн пуҫламӑш классемпе ӗҫлекен ҫумӗне явап тыттарма пултараҫҫӗ. Ҫапла тума Вӗренӳ министерстви сӗннӗ.