Канаш хулинче Чкалов урамӗнчи 9-мӗш шкул ҫывӑхӗнче хулари пушар хуралӗ 90 ҫул тултарнӑ тӗле Ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверӗ пулӗ.
Ҫак кунсенче Канашри 15-мӗш пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем пуртӑ, кӗреҫе, мотор пӑчки йӑтса ҫав лаптӑка тасатма тухнӑ. ЧР ИӖМӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас аллейӑн план проекчӗ хатӗр ӗнтӗ.
Аллея варринче постамент пулӗ. Унта 1984 ҫулта кӑларнӑ «Урал» пушар автомобильне вырнаҫтарӗҫ. Хӑйен вӑхӑтӗнче ҫав урапа чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Халӗ вӑл «тивӗҫлӗ канура».
Автомобиле ҫӗнетӗҫ. Ун тавра тротаур хурӗҫ, клумбӑсем тӑвӗҫ, пушар службин историне ҫутатакан стенд вырнаҫтарӗҫ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче пулас сквер тавра кӑвак хыр лартӗҫ.