Чӑваш Енре чи хӑтлӑ кил хуҫалӑхӗсене палӑртнӑ. Ку конкурс 10-мӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта пӗчӗк ялсем те илемленме тытӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче 70-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Жюрин конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнисӗр пуҫне кил хуҫалӑхӗсене ҫитме тивнӗ. Социаллӑ тытӑмри учрежденисен хушшинче Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан Еньковсен килӗнче чи нумай чечек ӳсет-мӗн.
Урамсен хушшинче Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамне чи хӑтли тесе палӑртнӑ. Канаш районӗнчи Николаевсен кил хуҫалӑхне чи илемлисен йышне кӗртнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Кӑҫал вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче 583 пине яхӑн тенке пайлӗҫ.