Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченне, СССР халӑх депутатне, СССР Аслӑ Канашӗн аграри енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташне, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ӗҫченне, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳҫи пулнӑ Аркадий Айдака асӑнса палӑк уҫнӑ. Ӑна тума районта пурӑнакансем тата укҫаллӑ ҫынсем «кӗмӗл» уйӑрса пулӑшнӑ.
Бюст авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Владислав Немцев.
Палӑка уҫма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл Айдак ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх, вӑл кашни ҫынах тӳрӗ чунлӑ пултӑрасшӑн пулнине палӑртнӑ. Элтепер «Ленинская искра» колхоз ертӳҫинчен тӗслӗх илнине аса илнӗ. Пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ май Айдак ҫӗре юратма, ун ҫинче ӗҫлеме ӳкӗте кӗртейнине, патшалӑх деятелӗ май вӑл производство культурине, ял культурине тата кашни ҫемьери культурӑна ӳстересшӗн тӑрӑшнине палӑртнӑ.
Айдакӑн мӑшӑрӗ Людмила Андреевна упӑшки: «Маншӑн кашни кун уяв пек, мӗншӗн тесен юратнӑран та юратнӑ ӗҫ пур. Ӗҫ те мар, пултарулӑх. Вӑл хӑват, хавас кӑмӑл кӳрет», — тенине аса илнӗ.
Сӑнсем (80)