Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпар: Янӑра, чӑваш чӗлхи!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
kunadina 27.04.2009 22:20 | 1925 хут пӑхнӑ

Пӗлтер мана тӑван ҫӗршывӑм:

Хӑҫан кӑтартӑн халӑхна

Ху чӗлхӳне хӑват кӗртмешкӗн

Тӗнчене килнӗ ывӑлна?

 

Кӑвар чӗре! Кӑвар чӗлхеллӗ

Чӑваш ачи сассуна пар!

Тухсам кунта. Сана кӗтеҫҫӗ.

Килсем! Килсем! Эс пур, - ҫук мар.

Ҫеҫпӗл Мишши

 

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 161 ҫул ҫитнине халалласа конкурс иртрӗ. Унта Шупашкар хулинчи Калинин районне кӗрекен 35-мӗш шкултан Хмелев Сергей, 53-мӗшӗнчен Сергеев Максим тата 46-мӗш гимназирен Исаев Александр хутшӑнчӗҫ. Вӗсен пӗлӗвне сумлӑ жюри хакларӗ: Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Валентин Абрамов, ҫыравҫӑ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Елена Чекушкина, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Виталий Сергеев.

Ҫамрӑк чӗлхеҫӗсен пӗлӗвне ҫакӑн пек тӗрӗслевсенче тимлерӗҫ:

1. Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхӗпе килнӗ хӑнасене тата жюри членӗсене паллаштарни.

2. Иван Яковлевич Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе обзорлӑ ыйтусем ҫине хуравлани.

3. Чӑваш костюмне халӑх умне тӑратни.

4. И.Я. Яковлев калавӗсемпе усӑ курса сочинени ҫырни.

5. Чӑвашла юрӑ юрлани.

6. Чӑваш чӗлхипе культурин пӗлӗвне тӗрӗслени.

Конкурсантсем чӑваш чӗлхине лайӑх ӑнкарнипе, Иван Яковлевич Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрлӗ енӗсене аван пӗлнипе, чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлпа пурлӑх культурине мухтава тивӗҫлӗ шайра алла илнипе жюри членӗсемпе курма пыракансене тӗлӗнтерчӗҫ. Жюри членӗсен ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ. Вӑрах вӑхӑт канашланӑ хыҫҫӑн хисеплӗ тӳресем чӗлхе уявне хутшӑнакансем ҫак вырӑнсене йышӑннине палӑртрӗҫ:

1-мӗш вырӑн — Исаев Александр, 2-мӗш вырӑн — Хмелев Сергей, 3-мӗш вырӑн — Сергеев Максим.

Конкурса хутшӑнакансем «Тӑван чӗлхе — иксӗлми ҫӑлкуҫ» пулнине ӑнланма пултарчӗҫ. «Тӑван сӑмах кашнинех, вӑл ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр, халӑх шӑпине, иртнине, хальхине, тата пуласлӑха ҫывӑх пулнине туйса илме май парать», – тесе палӑртрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

#конкурссем, #вулавӑшсем, #Калинин районӗ, #чӑваш чӗлхи, #чӑваш чӗлхи кунӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем