Кӑҫал Шупашкар районӗнчи пилӗк ҫемьене ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Район администрацийӗн опекӑпа попечительство пайӗнче шутра 137 ача тӑрать, вӗсенчен 93-шӗ — социаллӑ тӑлӑх, 44-шӗ — тӑлӑх.
Тӑлӑха юлакансене районта опекӑна (попечительствӑна) тата усрав ҫемьесене илеҫҫӗ иккен. Паянхи кун усрав ҫемьере 15 тӑлӑх хӳтлӗх тупнӑ, опекунсемпе попечительсеннинче — 122. Ку цифрӑсене вӗретекенсен ҫурла уйӑхӗнчи конференцийӗнче райадминистрацин вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Юорис Романов пӗлтернӗ.
Ҫурлан пуҫламӑшӗ тӗлне тата тепӗр 9 тӑлӑхпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫемьене вырнаҫтарнӑ.
2013 ҫулта районта 61 ӑнӑҫсӑр ҫемье шутра тӑнӑ-тӑк, кӑҫал ун пеккисем — 56-ӑн. Вӗсенче 108 ача ӳсет.
2012 ҫулта 12 ашшӗ-амӑшне хӑйсен правинчен хӑтарнӑ, пӗлтӗр — 17-не, кӑҫал — 5-не.