2009 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисен ирӗкри семинарӗ иртрӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Тутарстан, Пушкӑрт Республикин, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсен пуҫламӑш класс шкул вӗрентӳҫисем пуҫтарӑнчӗҫ. Семинара ЧРИО ӗҫтешӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.П. Кондратьева доцент ертсе пычӗ. Элӗкри вӑтам шкулти пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисем аслӑ категориллӗ ӑстаҫӑсем Т.Г. Чашкова, Ф.Н. Иванова, Н.Л. Иванова, Г.Г. Арсентьева кӳршӗ республикӑсемпе облаҫсенчи шкул ӗҫтешӗсем валли наци шкулӗнчи чӑваш чӗлхи уҫӑ урокӗсене, ҫаплах уроксем хыҫҫӑн 1-4 классенче вӗренекенсемпе вӑйӑпа хевтелӗх ӗҫӗсене ирттерсе кӑтартрӗҫ. Семинарпа пӗрлех шкул директор ӗҫӗсене тытса пыракан В. К. Волков мультимедиапрезентаци меслечӗпе Элӗк шкулӗн пурнӑҫӗпе пӗтӗм енлӗ паллаштарчӗ. В.М. Путеровпа Т.Г. Чашкова авторсен электронлӑ пулӑшу хатӗрӗсен семинарӗ те иртрӗ. Аякри чӑваш вӗрентӳҫисем Элӗкри литературӑпа тӑван ен тӗпчев халӑх музейне ҫитсе курчӗҫ. Хӑнасем уроксемпе семинара хавхаланса ырларӗҫ, вӗрентӳҫӗсене уроксемшӗн, шкулра хӑйсене хапӑл йышӑннӑшӑн чӗререн тав турӗҫ, малашне те пултарулӑх ӗҫӗсенче ӑнӑҫу сунса сывпуллашрӗҫ. |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |