Акан 11-мӗшӗнче, Андриян Николаев юбилейӗ тӗлне, Толиккасси шкулӗнче «Спорт тата космос» ятлӑ фотокурав уҫӑлать. Ӑна Космонавтика кунне залалласа йӗркеленӗ.
Кураври сӑнӳкерчӗксенче Андриян Николаев космоса вӗҫме епле хатӗрленнине, тӑван ҫӗрте иртнӗ тӗлпулусемпе, ӑмӑртусемпе паллашма май пур. Ҫавӑн пекех Андриян Николаев ҫинчен каласа кӑтартакан документлӑ фильма курма пулӗ. Шкула Шуршӑлти музей директорӗ А.Н.Тукмаков та килӗ — унпа тӗлпулу иртӗ.
Курава йӗркелекенсем: «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» МУК ЧРМ, «СССР летчик космонавтӑн А.Г. Николаевӑн мемориаллӑ комплексӗ» ГУК.
Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Андриян // 3499.83.6102
2009.04.16 00:37 | |
АндриЯн - щампек щырмалла!"Я" щырмалла! | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2009.04.16 07:36 | |
Çапла çав, яланах «-ан» çырăнать ман... Тÿрлетрĕм. |