Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпар: Пысӑк ҫухату

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.03.2009 17:57 | 1867 хут пӑхнӑ

2009 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче «Суварӑн» штатра тӑман корреспонденчӗ, Тутарстанри чӑвашсен «Ҫичӗ ҫӑл», каярах «Салам» радиокӑларӑмсене пуҫарса ертсе пынӑ Петр Михайлович Миров (Сандимиров) вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.

П.М.Миров Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. Якаелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Самар облаҫӗнчи ял хуҫалӑх техникумне кайса кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Самар облаҫӗнчи Пестровка районӗнче колхоз председателӗн тивӗҫӗсене туса пынӑ. Салтака кайсан Львоври аслӑ политучилищӗре вӗреннӗ, ӑна пӗтерсен 25 ҫул ҫар журналисчӗ пулса тӗрлӗ хаҫатсенче ӗҫленӗ. Хӗвел Анӑҫ Украина, Кавказ, Германи, Венгри, Ҫӗпӗр, Байкал леш енӗ, Атӑл тӑрӑхӗ – таҫта та ҫитнӗ журналист, нумай чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗ панӑ тӑван чӗлхене темӗнле аякри ют ҫӗршыва ҫитсен те манман.

Отставкӑна тухсан Петр Михайлович чӑваш культурине «вӑратса» аталантарас ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Хусан радиохумӗнче 1992 ҫулта чӑвашла «Ҫичӗ ҫӑл» передача эфира тухма пуҫлать, каярах вӑл «Салам» ятпа тухма тытӑнчӗ. Пиншер чӑваш П.Миров сассине (хӑйне нихӑҫан та курманнисем те) тӳрех уйӑрса илетчӗ, чунра кӳтсе килнисем ҫинчен ҫырура ҫырса пӗлтеретчӗ е савӑнӑҫпа тулнӑ чӗрине уҫса паратчӗ.

«Ҫичӗ ҫӑл» («Салам») итлекенсем – «Сувар» вулакансем, Петр Михайлович вӗсемпе Тутарстан чӑвашӗсен хаҫачӗ урлӑ та ҫыхӑну тытнӑ, ҫамрӑксене мораль принципӗсене ҫӳле ҫӗклеме вӗрентсе очерксем те, калавсем те пайтах ҫырнӑ. Ҫырӑнтару кампанийӗсем пуҫлансан вара кашни радиокӑларӑмрах «Сувар» хаҫата ҫырӑнма чӗннӗ.

Чӑваш наци культурине аталантарма пысӑк тӳпе кӗртнӗшӗн Петр Михайлович Мирова (Сандимирова) «Тутарстан тата Чӑваш Ен Республикисен культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса хавхалантарнӑ.

П.М.Мирова мартӑн 26-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи (Чӑваш Ен) Кивӗ Вӑрмар ялӗн масарне пытараҫҫӗ.

П.М.Миров (Сандимиров) вӑхӑтсӑр вилсе кайнишӗн тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле тарӑннӑн хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр. Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн асра упранӗ.

ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗ, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧОКЦ, «Сувар» хаҫат редакцийӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Нурлат районӗ, #ҫухатусем, #Салтакьел, #Тутарстан, #Вӑрмар районӗ

 

Комментари:

Ajdush // 2116.67.6260
2009.03.25 18:48
Migulaj çырать:
Йывăр тăпри çăмăл пултăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем