Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Хулари театрсем - библиотекӑра хӑнара

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
kunadina 22.03.2009 11:10 | 2563 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗнче пӗтӗм тӗнчери театрсен кунӗ тӗлне «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ пулать.

Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни халӑх историре хӑваракан чи пысӑк йӗр — культура. Театр тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин вышкайсӑр пысӑк пайӗ, ӳнерӗн ӗнерхи манӑҫми ҫитӗнӗвӗ, паянхи пултарулӑх вӗҫевӗ, ыранхи шанчӑкӗ тата мухтавӗ.

Хаваслӑ ларӑва спектакльсем вӑхӑтӗнче артистсемпе куракана уйӑракан чикке пӗтерсе тӗрлӗ театрсенче ӗҫлекенсемпе вӗсен ӗҫне хаклакансене пӗр зала пуҫтарас тӗллевпе ирттерме палӑртнӑ.

Уяв тӗпелне Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ пӗтӗм театрти артистсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ:

Константин Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан Вера Кузьминична Кузьмина СССР халӑх артисткипе ҫамрӑк артистсем халӑх юратакан спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ;

Вырӑс драма театрӗн хастар артисчӗсем — Чӑвӑш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Л. Рудик т. ыт. те — кӑҫалхи репертуарпа паллаштарӗҫ;

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи артистсен труппин ертӳҫи Василий Иванович Павлов Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата чӑваш халӑх артисчӗпе Надежда Садовникова артистка тӗнчипе паллӑ Уильям Шекспир акӑлчан ҫыравҫин «Ромеопа Джульетта» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль сыпӑкне куракансен умне кӑларӗҫ;

Чӑваш патшалӑх операпа балет театрӗн артисчӗсем хӑйсем ӗҫлекен театр историйӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ;

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ӗҫченӗсем чи ҫирӗп ыйтакан критиксем — ача-пӑча — вуншар хут курма пултаракан спектакльсенчи сыпӑксенчен йӗркеленӗ номерпе килме кӑмӑл турӗҫ;

Чӑваш кулӑш театрӗнчи Николай Кляжевпа Ирина Петрова артистсем Виктор Петров режиссер йӗркеленӗ «Хоппасем» кулӑшла сыпӑкпа хӑнана килӗҫ.

Театрсен хальхи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем, республикӑри театрсен сценисем ҫинче паянхи кун вӑй хуракан паллӑ, ятлӑ-сум илнӗ тата сцена ҫинче пирвайхи утӑмсем тӑвакан артистсен пултарулӑхӗпе интересленекенсем, хальхи драматурги шайне хаклама пӗлекенсем, сцена ҫине тухакан тӗрлӗ халӑх драматургӗсем хайланӑ пьесӑсене сӑнаса-пӗлсе тӑракансем, театра ҫӳреме кӑмӑллакансем пултарулӑх тӗпелне хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Уяв каҫӗ 15.00 сехетре пуҫланать. Пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Октябрӗн 50-ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 63-48-76.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

#Чӑваш патшалӑх операпа балет театрӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ, #Вырӑс драма театрӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗ, #театрсем, #Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ, #вулавӑшсем, #Чӑваш кулӑш театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем