Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Конференцисем иртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
елена 04.03.2009 11:38 | 1900 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Удмурт Республикин Глазов хулинче удмурт поэчӗ Ф.И.Васильев 75 ҫул тултарнине халалланӑ «Флор вулавӗсем 3» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференцире ЧПУри чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, Г.А.Ермакова прфессорсем, В.А.Милютин доцент хутшӑнчӗҫ. Ӑсчахсем чӑвашпа удмурт литература тӗпчевӗсенчи актуаллӑ ыйтусене хускатрӗҫ, пӗр пеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсене палӑртрӗҫ.

Ҫавӑн пекех нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ЧПГНИ йӗркеленӗ М.Р. Романов ҫуралнӑранпа 90 ҫул, Н.И. Егоров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх конференцийӗ «Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятпа иртрӗ. Конференцин икӗ секцийӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлерӗ. Секцисен ӗҫне факультетри тӗпчевҫӗсемпе пӗрле инҫетри тата ҫывӑхри хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче: З.Г.Аминев (Ӗпхӳ),О.Н.Пятиков (Хусан), Ф.Ф.Гаффарова (Хусан), А.А.Емельянов (Пелепей), В.К.Кельмаков (Ижевск), Анна Парзымиес (Польша, Варшава), Э.Н.Попова (Сыктывкар), Туратбек кызы Венера (Кӑркӑстан, Бишкек), Р.Р.Бавдинов (Казахстан, Алматы), Т.Г.Волкова (Глазов), Метин Йылмаз (Турккӑ, Афьон) т.ыт.те.

 

«Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» конференцире тунӑ сӑнӳкерчӗксем

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #конференцисем, #Шупашкар, #чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем