Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫара пурӑнакан Петр Мефодьев ветеран 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл хура-шурне нумай курнӑ. Ҫавӑнпах сывлӑхӗ хавшанӑ. Вӑрҫӑра унӑн контузи пулнӑ, ҫапах вӑл унтан сывӑ таврӑннӑ.
Петр Мефодьев хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗчӗк чухне амӑшӗсӗр юлнӑ, ҫавӑнпа ирех ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ. 1941 ҫулта ӑна вӑрҫа илсе кайнӑ. Ун чухне вӑл храмсенче ҫурта ҫутнӑ. Ӗненӳ ӑна вӑрҫӑран чӗрӗ таврӑнма пулӑшнӑ.
Петр Григорьевич вӑрҫӑран яла таврӑнсан авланнӑ, колхозра бригадирта ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе Евдокия Ивановнӑпа 62 ҫул пурӑннӑ. 17 ҫул каялла арӑмӗ ҫӗре кӗнӗ. Халӗ ветеран хӗрӗпе тата кӗрӗвӗпе пурӑнать. Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук: ун патне тӑтӑшах ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата вӗсен ачисем килсе ҫӳреҫҫӗ.
Петр Григорьевич вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ пирус туртманнинче, эрех ӗҫменнинче, спортпа туслӑ пурӑннинче пулнине палӑртать. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ — ҫавӑн чухлӗ пурӑнатӑп», — тет ветеран.