Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви республика харпӑрлӑхӗнчи ултӑ предприятие сутма тата вӗсемшӗн малтанласа мӗн чухлӗ ыйтассине палӑртнӑ.
«Чӑвашкредитпромбанкӑн» 38,13% акцине 186,5 миллион тенкӗпе сутасшӑн, «Чувашия» санаторин устав капиталӗн ҫуррине 125,9 миллион тенкӗпе сутлӑха кӑларӗҫ.
Патшалӑх пурлӑхне приватизацилессин программине пурнӑҫласа акционерсен 6 обществин сутмалла. «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗсӗр», «Чӑвашкредитпромбанксӑр» тата «Чувашия» санаторисӗр пуҫне «Чӑвашметалл» обществӑн акцийӗсенчен 20 процентне сутасшӑн. Акцишӗн 9,75 миллион ыйтасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкарти 97-мӗш тата Шупашкарти 142-мӗш аптекӑсене пуҫӗпех сутса ярасшӑн. Вӗсен сутлӑ хакӗ – 4,9 тата 24,3 миллион тенкӗ.