Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Егор Васильев - Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.07.2014 10:36 | 1345 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нумаях пулмасть республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене чысланӑ.

Чӑваш кӗнеке издательстви ҫакнашкал конкурса пиллӗкмӗш хут ирттерет. Ачасем ҫулсерен хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вуласа тухнӑ кӗнеке пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ, сӑвӑ,-калав ҫыраҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ…

Кӑҫал жюри 365 ӗҫе пӑхса тухнӑ. Конкурса Вӑрмар районӗн ачисем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Дарья Антонова, Егор Васильев, Аннетта Прохорова, Пысӑк Енккасси шкулӗнчи Мария Павлова, Юлия Иванова.

Егор Васильев, 5-мӗш класра вӗренекенскер, «Кӗнеке – ача аллипе» номинацире ҫӗнтернӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна дипломпа, парнесемпе чысланӑ.

#Вӑрмар районӗ, #Пысӑк Енккасси, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #конкурссем

 

Комментари:

Migulaj // 5955.7.4537
2014.07.02 15:25
"издательстви" сăмаха чăвашла çырма май тупма çук-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем