Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑн-чӑн спорт уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
lukina 18.02.2009 11:23 | 1915 хут пӑхнӑ

Иртнӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ килте канас вырӑнне сывлӑхне ҫирӗплетме йӗлтӗр ҫине тӑчӗ. Чӑваш республикинче те «Йӗлтӗр йӗрӗ–2009» спортпа сывлӑх уявӗ кӗрлерӗ.

Мӗнпур предприяти ӗҫченӗсем, шкул ачисем, студентсемпе вӗрентекенсем, туслӑ ҫемьесем — пурте спортсменсемпе харӑссӑн йӗлтӗр ҫине тӑма тӑрӑшрӗҫ.

Ку черетлӗ уявран чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн туслӑ йышӗ те пӑрӑнса юлас темерӗ, кашни ҫулхи пекех йӗлтӗр ҫине тӑчӗ.

Студентсен кӑмӑлне уйрӑмах вӗсемпе пӗрлех вӗрентекенсем, деканат ӗҫченӗсем те чупӑва тухни хавхалантарчӗ.

Кунта Родионовсен туслӑ ҫемйи — Виталий Григорьевич деканпа Эльвира Ильинична вӗрентекен, А.С. Егоровӑпа А.Л. Филиппов декан ҫумӗсем пулчӗҫ. Вӗсемпе пӗрлех А.Н. Лукина, О.Г. Владимирова, М.Г. Вазянова, И.В. Софронова та йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑчӗҫ. Хастар та маттур «чӑн-чӑн спортсменка» Е.Р. Афанасьева доцент та йӗлтӗр ҫинче!

Студентсен йышне факультет спорторгӗ Леня Иванов хавхалантарса тӑчӗ.

Ӑмӑрту кану кунне самаях пуянлатрӗ, чуна кантарчӗ, кӑмӑла уҫрӗ. Стадионта тӑван «Янташ» ушкӑнӗ юрӑ шӑрантарчӗ, савӑк кӑмӑл парнелерӗ.

Чӑн-чӑн уяв пек иртрӗ ҫак кун. Факультетӑн туслӑ йышӗ чейпе тата тортпа сӑйланчӗ. Сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшакан ҫакӑн йышши уявсене малашне те хастаррӑн хутшӑнма кирлине палӑртрӗҫ кашниех.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #спорт, #йӗлтӗр, #Янташ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем