Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.06.2014 18:53 | 1412 хут пӑхнӑ
Культура

ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗ пысӑк проекта вӗҫленӗ. Организаци юбилейӗ тӗлне «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ.

Ку массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, тӗп тапхӑрӗсен аталанӑвне ҫутатакан пӗрремӗш кӗнеке. Кӗнекере 2400 яхӑн статья, вӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Кунта СССР тата РФ Журналистсен союзӗсен пайташӗсем пирки, чӑваш изданийӗсен пирвайхи редакторӗсем, репрессиленӗ журналистсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, фронтри корреспондентсем, пичет ветеранӗсем тата ыттисем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.

Чӑваш Ен тулашӗнче тухса тӑракан чӑваш журнал-хаҫачӗ пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедире 1400 ытла сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ.

Унта псевдонимсемпе пичетленнӗ журналистсемпе ҫыравҫасем пирки те пур. Кӗнеке журналистсемшӗн, издательсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, ӑсчахсемшӗн, политиксемшӗн, студентсемшӗн, ытти ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Вӑл 3 пин тиражпа тухнӑ.

#кӗнекесем, #энциклопедисем, #журналистсем

 

Комментари:

Migulaj // 3001.04.2320
2014.06.29 07:52
Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕне вырăссем валли кăларман-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем