2011 ҫулта тӗнче шайӗнчи ҫурмамарафон ӑмӑртӑвӗ Шупашкарта иртме пултарать. Нумай пулмасть Чӑваш Ен спорт Министерствине Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗрлешӗвӗнчен (ИААФ) ҫак ӑмӑртӑва ирттерме вырӑн илмешкӗн ирттерекен тендера хутшӑнма сӗнекен хут килнӗ.
Ҫурма марафон ӑмӑртӑвӗн тӗнче чемпионачӗ кашни ҫул юпа уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче иртет. Кашни ӑмӑртӑва 60 патшалӑхри 250 яхӑн паллӑ фарафонҫӑсемпе стайерсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак спорт ӑмӑртӑвӗ Рио-де-жанейро (Бразили) хулинче иртнӗ, кӑҫал вара Британири Бирменгемра пулӗ. Ӑна курас текенсем юпан 11-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле.
Ҫурмамарафонӑн тӗнче чемпионатне ӑҫта ирттересси пирки ИААФ кӑҫал чӳк уйӑхӗнче пӗлтерӗ. Вӑл вӑхӑтчен пирӗн министрсем хутсене пухса ҫитерӗҫ те пулӗ. Шупашкара суйлама та пултараҫҫӗ — Пирӗн Республикӑн тӗп хулинче тӗнче шайӗнчи мероприятисем пӗрре кӑна мар иртнӗ! Тата ҫак спортра хӑйсене ӑнӑҫлӑ кӑтартакан спортсменсем те пирӗн респуликӑра чылай — Валентина Егорова, Светлана Захарова, Людмила Петрова, Лидия Григорьева, Алина Иванова, Сильвия Скворцова, тата ыт. те.