Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Ҫӗрпӳре 150 метрлӑх ялавсемпе ача-пӑча пахчи уҫнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.06.2014 22:59 | 1427 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Ҫак шӑпӑрлансем валли уҫӑлнӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ пахча
Ҫак шӑпӑрлансем валли уҫӑлнӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ пахча

Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинче 240 вырӑнлӑх ача-пӑча пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ евӗр ҫӗнӗ майсене тӗпе хурса туса лартнӑ. «Хӗвеллӗ хула» ят панӑскер ҫиччӗмӗш номерлӗ шутланать. Ку ача-пӑча пахчи — юлашки икӗ ҫулта уҫнӑ ҫавӑн йышши иккӗмӗш учреждени.

Шкул ҫулне ҫитменнисен черетлӗ учрежденине уҫнӑ май ҫӗрпӳсем 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачасен ача-пӑча пахчине ҫӳремелли черетне татнине пӗлтернӗ. Шӑпӑрлансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов сывлӑхлӑ, ҫирӗп тата ӑслӑ ӳсме суннӑ.

Шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденине уҫма яланхиллех тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата министрсем пулнӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ.

Савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе ҫӗрпӳсем 150-шер метр тӑршшӗ ялавсем — Раҫҫейӗнне тата Чӑваш Енӗннне — тутарттарнӑ. Ялавсене ачасем ача-пӑча пахчи патне пыракан ҫулӑн ик енӗпе тӑрса тытса тухнӑ.

Cӑнсем (89)

#Ҫӗрпӳ, #ача пахчисем, #ача-пӑча

 

Комментари:

Migulaj // 3001.04.2320
2014.06.28 09:42
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ // саккунпа партисене кӳрентерме юрамасть
Migulaj // 3001.04.2320
2014.06.28 16:38
Сăнӳкерчĕкĕсенче Чăваш республикин ялавĕ курăнмасть. Унта темле кăвак ялав çеç курăнать. Власов генерал ялавĕ те курăнмасть.
Migulaj // 3001.04.2320
2014.06.28 19:57
Маларах çырнинче хăш сăмахĕ мĕнле саккуна тата партине кӳрентернĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем