Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 19.06.2014 07:22 | 1959 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательстви шкул ачисем хушшинче «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» ятлӑ конкурс ирттерчӗ. Конкурса хутшӑнакансем тӗрлӗ номинаципе ӑмӑртрӗҫ: кӗнеке тӑрӑх хаклав ҫырасси, ӳкересси, эссе, хӑй тӗллӗн кӗнеке ӑсталасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура палӑртнӑ: кӗҫӗн, вӑтам тата аслӑ ҫулхисем. Кашни номинацире пӗрер ҫӗнтерӳҫӗ, унсӑр пуҫне темиҫе лауреат, ачасен ертӳҫисене чылайӑшне Тав хучӗпе палӑртнӑ. Конкурса республикӑри пур районтан та, унсӑр пуҫне Самартан, Тутар Республикинчи Пӑваран тата Ҫарӑмсан районӗсенчи ачасем те хутшӑннӑ. Пурӗ 365 ӗҫ.

Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен чыславӗ иртрӗ. Библиотека залне хутшӑнакансен кӗнекисемпе тата ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсене пӑхсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: мӗн чухлӗ ӑста пулас художник ҫитӗнет Чӑваш Республикинче! Ӗҫсем пӗри тепринчен хитререх! Хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ кӗнекесем те чуна илӗртеҫҫӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси (ертӳҫи Людмила Жукова), Хусанушкӑнь (ертӳҫи Светлана Яруткина) тата Штанаш (ертӳҫисем Галина Зотова тата Марина Чучакова) шкулӗсен вӗренекенӗсем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ: хӑй ӑсталанӑ кӗнеке тата писатель кӗнеки тӑрӑх ӳкерчӗк хатӗрленӗ. Штанаш шкулӗн вӗренекенӗсем Чӑваш халӑх сайчӗ ирттернӗ конкурсри хайлавсене тата «Тантӑшра» пичетленнӗ материалсене пухса 8 кӗнеке ӑсталанӑ, пуҫламӑш класс ачисем ӳкерӗк конкурсне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче Штанашри 5-мӗш класс вӗренекенӗ те пур: Манин Станислав лауреат ятне тивӗҫнӗ, ӑна диплом тата парнесем парса чысларӗҫ. Конкурса хутшӑннӑ кашни вӗренекен Чӑваш кӗнеке издательствин Сертификатне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Людмила Жуковӑпа Галина Зотовӑна Чӑваш кӗнеке издательствин Тав Хучӗпе чысларӗҫ.

Чыслав ҫӳллӗ шайра иртрӗ, пухӑннисене Чӑваш кӗнеке издательстви, «Тантӑш» хаҫат, вулавӑш ӗҫченӗсем саламларӗҫ. Ачасене библиотека тӑрӑх экскурси те ирттерчӗҫ. Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашрӗҫ. Уявра Никита Родионов ҫамрӑк юрӑҫ хӑйӗн илемлӗ сассипе чуна тивекен чӑваш юррисемпе пухӑннисене савӑнтарчӗ.

Сӑнсем (14)

#конкурссем, #ачасем, #вулавӑшсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #Питӗркасси, #Хусанушкӑнь, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #кӗнекесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем