Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17/25-мӗш ҫурта йӗкехӳре иленнӗ. Тӑххӑрмӗш хутра хайхи чӗрчунсем ирӗклӗн хутлани пирки асӑннӑ ҫуртра пурӑнакан Ольга Алексеева ятлӑ хӗрарӑм тӗп хулара тӳлевсӗр саланакан хаҫатсенчен пӗрне пӗлтернӗ.
Кӑшлакан ҫав чӗрчунсенчен шикленнипе пӗчӗк ачасене урама пӗччен кӑларма та шикленеҫҫӗ-мӗн. Лешсем ҫӳп-ҫап пухакан вырӑнта чакаланса ҫӳреҫҫӗ, пухӑнса подъездра лараҫҫӗ-мӗн. Сӑмаха ҫирӗплетме тесе сӑнӳкерчӗкех ярса панӑ. Чӑн та, пухӑннӑ та ним пулман пек лараҫҫӗ.
Ҫурта тытса тӑракан управляющи компани йӗкехӳресене темиҫе хутчен те наркӑмӑш панӑ, усси ҫук тесе пӗлтернӗ пулать.