Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫӗмӗрлесем референдум ирттересшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.06.2014 10:13 | 1623 хут пӑхнӑ
Политика

Раҫҫейри «Ren TV» телеканал Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакансен ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Ҫӗмӗрлесем референдум ирттересшӗн-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем Чӑваш Республикинчен уйрӑлса Чулхула облаҫне кӗрес ыйтӑва татса парасшӑн имӗш.

Кун пирки ҫӳлерех асӑннӑ телеканалӑн «Неделя с Марианной Максимовой» (чӑв. Эрне Марианна Максимовӑпа пӗрле) кӑларӑмра калаҫнӑ. Ҫӗмӗрле районӗн халӑхне Чӑваш Республикин хальхи Элтеперӗн политики тивӗҫтермест-мӗн. Ҫавӑнпах вӗсем референдум ирттерес ыйтӑва ҫӗкленӗ.

Хальхи историшӗн ку ҫӗнӗлӗх. Кунашкалли хальччен пулман. Чӑваш Енре Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсем те Чулхула патнелле туртӑнни пирки калаҫаҫҫӗ. Етӗрнепе Сӗнтӗрвӑрри хулисем те малтан чӑвашсен пулман-ҫке-ха.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #референдумсем, #Чулхула облаҫӗ, #политика

 

Комментари:

Agabazar // 4149.62.6696
2014.06.03 11:41
Agabazar
Раççейри кирек хăш Республикăра та вырăссем нумай пурăнакан регионсем пайтах. Тутарстанра, Мордвара, Пушкартстанра, Марий Элте ытти çĕрте... Анчах мĕншĕн-ха кашнийĕнчех Чăваша тĕллесе переççĕ, ытти республикăсене мар? Мĕншĕн пире çав териех "юратаççĕ-ши"?

Ку хыпар авторĕ тата мĕн "сӳпĕлтетет-ши"? Епле-ха Етĕрне, Сĕнтĕрвурри, Улатăр тата ыттисем чăвашăн пулман пултăр?..

Инкеке хамăрах йыхăрса килетпĕр мар-и?..
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.03 12:10
Вара Чĕмпĕр, Самар, Сарăту мĕнле майпа Вырăс Ен пулса кайнă? Е унти чăвашсене вĕсем вĕлерсе пĕтерсен çав çĕрсене вырăссем тытса илнĕ.
Agabazar // 2381.86.2469
2014.06.03 16:03
Agabazar
Мĕн Самарсемпе, Саратовсемпе "сӳпĕлтететĕр"? Сăмах унта чылай çывăхрах вырăн пирки пырать.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.03 18:34
Каллех эсĕ мана тытрăн. Маттур.
Agabazar // 7829.8.3107
2014.06.04 13:20
Agabazar
Çĕрне туртса илме хатĕрленеççĕ, эсир пур "эслетсе" тата маттурлатса тăратăр...
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.04 14:41
Вара вырăса пӳрне çеç пар, вăл аллуна çеç мар - хăвна та çăтса ярать.
Эсĕ кам пулатăн вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем